| 4708 | Тунсӑха тумтирлӗ улма та тутлӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4709 | Тунсӑха турӑх та тутлӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4711 | Тунсӑха тус сирет, тус пулмасан ӗҫ сирет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4710 | Тунсӑха тус сирет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4712 | Тунсӑхланӑ ҫимӗҫ пылтан тутлӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4713 | Тунсӑхпа хуйӑх пӗртӑван тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4714 | Туратсӑр йывӑҫ ӳсмест, хуйхӑсӑр пурнӑҫ пулмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4715 | Хаваслӑх ваттине те ҫамрӑклатать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4716 | Хаваслӑх пурлӑхран мала. !!ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 959 с. 41г 17. Халь нушта курать, кайран ырӑ курать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4718 | Хӗн килнӗ вӑхӑтра йытти те хуҫи хутне кӗрет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4719 | Хӗн курмасӑр ӑс кӗмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4720 | Хӗн курмасӑр ырлӑх ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4724 | Хӗн-хур курса ҫамрӑкланаймӑн. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4721 | Хӗнпе тупнӑ укҫан хакӗ пысӑк. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4722 | Хӗнсӗр ӗҫ пулмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4723 | Хӗнсӗр пулӑ та тытма ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4620 | Хӗпӗртени пит ҫӑмартинчен курӑнать. | Телей — Асап |
| 4726 | Хӗпӗртӳ пулсан пит ан хаваслан, хуйхӑ пулсан пит ан хуйхӑр. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4727 | Хуйӑха пусарма савӑнӑҫ кирлӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4754 | Хуйха-суйхӑ пӗччен ҫӳремест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4728 | Хуйхӑ ватӑлтарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4729 | Хуйхӑ вӑл арман чулӗ пек пусать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4730 | Хуйхӑ вӗлермест, типӗтет анчах. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4731 | Хуйхӑ пулмасӑр хура куҫҫулӗ тӑкӑнмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4732 | Хуйхӑ пуссан тӗнче те тӗксӗм. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4733 | Хуйхӑ пуҫа устарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4734 | Хуйхӑ пуҫа шуратать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4735 | Хуйхӑ урлӑ хурлӑх кармашса пӑхать теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4738 | Хуйхӑ хӑвӑн хул хушшинчех вӑл. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4739 | Хуйхӑ хӑпать, инкек иртет, асапӗ ӗмӗрлӗх теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4740 | Хуйхӑ хӑпнӑ ҫӗре суйхӑ ҫитсе те тӑрать тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4741 | Хуйхӑ хуйӑр мар, хӑпӑтса пӑрахма ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4742 | Хуйхӑ хыҫҫӑн савӑнӑҫ килет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4743 | Хуйхӑ хыҫҫӑн хуйӑрӗ юлать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4736 | Хуйхӑ чӗре ҫуне типӗтет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4737 | Хуйхӑ чӗрене ҫиет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4755 | Хуйхӑ-суйхӑ систермесӗр ҫӳрет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4756 | Хуйхӑ-суйхӑ ҫил вӗрнипе сирӗлес ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4757 | Хуйхӑ-суйхӑ ҫынна улшӑнтарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4758 | Хуйхӑ-суйхӑ ҫынсене пӗрлештерет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4759 | Хуйхӑ-суйхӑ хупӑрласан хусӑк тыт. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4744 | Хуйхӑллӑ чӗрене ҫу пусмӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4745 | Хуйхӑпа ан хуҫӑл, ӗҫлесе уҫӑл. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4746 | Хуйхӑпа хула ҫавӑрас ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4747 | Хуйхӑпала нуша кама пулман-ши? | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4748 | Хуйхӑпала хуралан, шухӑшпала шуралан. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4749 | Хуйхӑрнӑ чух вӑхӑт пит вӑрӑм. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4750 | Хуйхӑрса курман ҫын савӑнма пӗлмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4751 | Хуйхӑрса ларнипе хырӑм тӑранмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4752 | Хуйхӑсӑр ҫын хура ҫӑкӑрпах ӳт хушать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |